Эп пӗлместӗп вӑрҫӑ нушине, Чӑн калап, салтакра та пулман. Ӑсатрӑм та ҫывӑх ҫынсене, Пӑшӑрханса кӗтетӗп чунтан. Тӗрӗсех, калаҫма ирӗк ҫук Ман унти лару-тӑру пирки. Юлташсем чӑн-чӑн тамӑкра чух Сас пама та хӑрап ытлашки. -Эсӗ ма вӑрҫӑра мар?-тесен. Кирлӗ сӑмах тупма та аптрап. Каҫару ҫеҫ ыйтап вӗсенчен, Чиркӗве кӗрсе ҫурта лартап. Эсир таврӑнӑр! Ку - чи кирли, Куҫ курӗ унта вӑхӑт иртсен. Тен, пӗр…





